
Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗсченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри хӑш-пӗр вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр мар.
Ҫӑлавҫӑсем 439 шкулпа 340 ача пахчине, аслӑ пӗлӳ паракан 14, вӑтам ятарлӑ пӗлӳ паракан 27 заведенине, тӑлӑх ачасен 3 центрне тата хушма пӗлӳ паракан 104 организацие шута илнӗ.
Пушар надзорӗ мӗнпур организацирен 859-шне, е 93 процентне, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗр тесе йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 257 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, должноҫри 80 ҫынна явап тыттарнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр маррисем — ҫичӗ организаци. Ҫавсен шутӗнче — Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Маленькая страна» (чӑв. Пӗчӗк ҫӗршыв) 1-мӗш ача пахчи, Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул, Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул, Муркаш районӗнчи Шомикри вӑтам шкул, Улатӑрти 2-мӗш вӑтам шкул тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкул.
Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта юсав ӗҫне юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне ҫес вӗҫлӗҫ. Унччен ачасем урӑх шкулсене ҫӳрӗҫ.

Шупашкарти «Садовый» микрорайонти ача пахчине тумашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 151 миллион та 128 пин тенкӗ.
Ача пахчи икӗ хутлӑ пулӗ, унта 240 ача ҫӳрӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ача пахчине 10 уйӑхра – ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен – туса пӗтермелле.
Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта 11 ача пахчи тума тытӑнмалла. Хальлӗхе тӑвттӑшӗн тӗлӗшпе аукцион иртнӗ: Соляное микрорайонти, Ҫӗнӗ хула микрорайонти (2 ача пахчи), Университ-2 микрорайонти. Сосновка поселокӗнче аукциона тепӗр хутчен ирттерӗҫ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн 2018 ҫулшӑн паракан грантне кӑҫал вӗренӳ тытӑмӗнчи 20 учреждени тивӗҫӗ. Вӗсен йышӗнче, шкулсем, ача пахчисем, техникумсем тата ача-пӑча пултарулӑх центрӗсем пур. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат сайчӗ хыпарлать.
Учрежденисене пултарулӑха аталантарма тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме 200-шер пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Телейлисен йышне Ҫӗмӗрлери сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасен интернат шкулӗ, 1-мӗш ача пахчи, ача-пӑча пултарулӑх центрӗ, Шупашкарти машина тӑвакансен техникумӗ, транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ, 5-мӗш гимнази, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсем, 113-мӗш, 180-мӗш ача пахчисем, «Эткер» центр, Вӑрнарти 7-мӗш ача пахчи, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчи, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх аталанӑвӗн центрӗ, 9-мӗш шкул, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗ, Етӗрнери 1-мӗш гимнази тата Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри А.П. Айдак ячӗллӗ шкул кӗнӗ.

Шупашкарти ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем апат-ҫимӗҫ янтӑлас ӑсталӑхне аталантарӗҫ. Вӗсем регионсен хушшинче иртекен «Хӑнасене хапӑл Чӑваш Ен» кулинари искусствин фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑна Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче йӗркелӗҫ. Кулинари уявӗн официаллӑ пайӗ утӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӑлӗ.
Конкурса 20 шӑпӑрлан хутшӑнӗ. Вӗсемпе пӗрле педагогсем, республикӑри кулинари искусствин ӑстисем пулӗҫ. Пурте пӗрле 43-44 метр тӑршшӗ бутерброд хатӗрлеҫ. Ӑшӗнче джем тата ҫырласем пулӗҫ.
Бутербродпа кайран пурне те сӑйлӗҫ. Ӑна тутанса курас килсен фестивале ҫитме ан ӳркенӗр.

Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, канмалли кун, Шупашкарти Элмень урамӗнче вырнаҫнӑ 204-мӗш ача пахчинче ӗҫленӗ хуралҫа полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Хайхискер ӗҫ вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗ.
Микрорайонта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, хуралҫӑ спирт шӗвекне пӗччен мар, темӗнле хӗрарӑмпа ӑша янӑ. Вӑл ача пахчинче ҫав кун хуралта тӑнӑ. Ӗҫ вырӑнне вӑл ҫав хӗрарӑма илсе пынӑ.
Ача пахчин администрацийӗ хуралҫа ӗҫрен кӑларасшӑн. «Саккунпа килӗшӳллӗн, ҫав ӗҫчене ӗҫ вырӑнӗнчен кайма хушнӑ, кайран йӗркене сӗмсӗррӗн пӑснӑшӑн ӑна ӗҫрен кӑларӑпӑр», - тенӗ ача пахчин заведующийӗ Ольга Ижетникова.

Шупашкарти Роза Люксембург урамӗнче вырнаҫнӑ «Антошка» тата Бауман урамӗнчи «Ручеек» ача пахчисем РФ Вӗренӳ министерствин грантне тивӗҫнӗ. Вӗсене 1 миллион та 128-шар пин тенкӗ лекӗ.
«Антошка» ача пахчи «Матрешка» ҫемье хӑна пӳлӗмӗ» ятлӑ проект хатӗрлесе грант илнӗ. «Руччек» вара сусӑр ачасен «Лекотека» ушкӑнӗ валли «Со-Творение» пултарулӑх студийӗ» пирки проект тӑратнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Миттов урамӗнчи 7-мӗш ача пахчи тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 201-мӗш ача пахчи федераци грантне тивӗҫнӗ. Вӗсем пӗтӗмӗшле 14 миллион тенкӗ илнӗ. Ҫак укҫапа ашшӗ-амӑшӗ валли консультаци центрӗсем хута янӑ.

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗнӗ ача пахчи ҫӗклӗҫ. 240 вырӑнлӑскерӗн хакӗ — 176 миллион тенкӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине хӑпартма халӗ строительство предприятине палӑртасшӑн.
Ӗҫе пурнӑҫлама тивӗҫнӗ организацин объекта ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтерме тивӗ.
Строильство предприятине палӑртмалли конкурса «Капиталлӑ строительствӑпа реконструкци управленийӗ» муниципалитетӑн хысӗа учрежденийӗ ирттерет.
Ача пахчине хӑпартма укҫана федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа уйӑрӗҫ. Подрядчика кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен палӑртмалла.
Маларах Ҫӗнӗ хулара 160 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвакан предприятие палӑртнӑ. Конкурса хутшӑннисенчен пӗри аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшменнине кура подрядчикпа хальлӗхе уҫӑмлӑ мар-ха.

Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти ача пахчисенче апатлану хакӗ ӳснӗ. Ҫавна май ачасен рационне улӑштарнӑ.
Менюна мӗн кӗртмелли пирки ашшӗ-амӑшӗнчен ыйтса пӗлнӗ. Вӗсем какай, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ытларах кӗртме сӗннӗ. Ҫапла майпа рациона чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ плов, ӗне какайӗнчен хатӗрленӗ гуляш, ҫӗрулмипе пӑшӑхланӑ аш, тефтелипе рис, фрикаделькипе пӗҫернӗ яшка хушма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ачасене груша, банан парӗҫ.
Аса илтерер: ача ушкӑна 12 сехет ҫурет пулсан халӗ 115 тенкӗ (91 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 5 сехетлӗ ушкӑнсенче - 54 тенкӗ (45 тенкӗ пулнӑ).

Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнчи ачасен савӑнӑҫӗн чикки ҫук ахӑртнех. Нумаях пулмасть унти ача пахчинчи вылямалли лапама ҫӗнетнӗ.
Патреккелсем вӑйӑ лапамне хӑйсен укҫипе ҫӗнетмен. Вӗсем ҫак ӗҫе федераци гранчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Вӑйӑ лапамне хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ: спорт комплексӗ, хӑйӑр купи, чуччу, каруҫҫель. Район пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 800 пин тенке тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Патреккелти ача пахчине кӑна мар ҫӗнетнӗ. Грант пулӑшнипе Елчӗкре те вӑйӑ комплексӗсем «ӳссе» ларнӑ.
Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар елчӗксем. Ҫывӑх вӑхӑтра «Пилеш» парка ҫӗнетме палӑртнӑ. Ачасем – пирӗн пуласлӑх, йӑлтах вӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ача пахчине ҫӳретнӗшӗн тӳлев хакланать, ҫакӑ апатлану хакне хӑпартнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех шкулти апатланӑвӑн та хакӗ ӳсет. Унти улшӑну авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Кун пирки паян, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки хутчен шкулти апат хакӗ 2016 ҫулта пысӑкланнӑ, ача пахчисенче тата маларах: 2014 ҫулта. Паян 1-4-мӗш классенче вӗренекен ачисемшӗн ашшӗ-амӑшӗ 19 тенкӗ (ирхи апатшӑн) тата 46 тенкӗ (кӑнтӑрлахи апатшӑн) тӳлет. 5-11-мӗш классенче вӗренекенсем ирхине апатланнӑшӑн — 23 тенкӗ, кӑнтӑрлахишӗн 46 тенкӗ хываҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса кӗҫӗн классем 21 тенкӗ (ирхи апатшӑн) тата 54 тенкӗ (кантӑрлахишӗн) тӳлӗҫ. Аслӑрах классенче вӗренекенсем ирхине апатланнӑшӑн — 25 тенкӗ, кӑнтӑрла ҫинӗшӗн 60 тенкӗ кӑларса хурӗҫ.
Ывӑлӗ-хӗрне ача пахчине ҫӳретнӗшӗн халӗ ашшӗ-амӑшӗ пӗр куншӑн 91,5 тенкӗ тӳлет. Утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса хак 23,8 тенкӗ ӳссе 115 тенке ҫитӗ. Ҫак укҫаран 106 тенки апат-ҫимӗҫ туянма кайӗ.
